Текст песни сан щурална кун кузнецова
Обновлено: 23.11.2024
Ҫӑвать-и ҫумӑр чарӑнмасӑр,
Хӗвел сапать-и шевлине,
Шур юр вӗҫет-и кулянмасӑр,
Тӑкать-и хурӑн ҫулҫине.
Ҫулталӑкри пӗр кун вӑл – санӑн,
Эс килнӗ ҫакӑ тӗнчене.
Сана савса юрлатӑп савӑн,
Ман юррӑм пултӑр ҫут парне!
Хушса юрламалли:
Сана чунтан эп саламлатӑп
Ҫуралнӑ кун, ай, ячӗпе!
Ҫак ҫӗр ҫинче телей сунатӑп,
Пин ҫул ут пурнӑҫ ҫулӗпе!
Ҫак кун сана эп парнелетӗп
Чун юррине. Итле ӑна,
Юратупа эп эрешлетӗп
Сан чӗрӳне, упра хӑвна!
Аннӳ сана савса ӳстернӗ,
Ӑнлантарса кун-ҫул хакне.
Аҫу ӗҫ техӗмне вӗрентӗ,
Сыхла ялан ҫемье чысне.
Атте-анне халалӗ сумлӑ,
Ҫӗр тус сан пултӑр юнашар,
Пӗл, пурнӑҫ - тинӗс, пин-пин хумлӑ,
Нихҫан ална усса ан лар!
Читайте также: