Текст песни пурнащ урапи

Обновлено: 23.11.2024

Юман ларать кашласа,
Юри хыттăн шавласа.
Сасси атте сасси пек,
Ăс парса вĕрентнĕ пек.

Пурнăç урапи çаврăнать,
Пурнăç урапи такăнать.
Пурнăç хăнана кайни мар -
Сывлăш çавăрса илме лар.
Пурнăç урапи çаврăнать,
Пурнăç урапи такăнать.
Пурнăç хăнана кайни мар -
Сывлăш çавăрса илме лар.

Çăка ларать кашласа,
Çавра сăмах каласа.
Сасси анне сасси пек,
Манăн хута кĕнĕ пек.

Пурнăç урапи çаврăнать,
Пурнăç урапи такăнать.
Пурнăç хăнана кайни мар -
Сывлăш çавăрса илме лар.
Пурнăç урапи çаврăнать,
Пурнăç урапи такăнать.
Пурнăç хăнана кайни мар -
Сывлăш çавăрса илме лар.

Телей тени ахаль мар,
Кулянмашкăн кирлĕ мар.
Пурăнасчĕ çынсемпе,
Атте-анне пилĕпе.

Пурнăç урапи çаврăнать,
Пурнăç урапи такăнать.
Пурнăç хăнана кайни мар -
Сывлăш çавăрса илме лар.
Пурнăç урапи çаврăнать,
Пурнăç урапи такăнать.
Пурнăç хăнана кайни мар -
Сывлăш çавăрса илме лар.

Читайте также: