Юрататап сана юрататап текст песни

Обновлено: 22.11.2024

Пӗрремӗш куҫҫуль, пӗрремӗш хут саврӑм чунтанах.
Телейлӗ самант - юлайрӗ асра хитре юмах.
Эс юлӑн манра асра ялан, ӑшра хӗвел пулса,
Чи тарӑн туйӑмра.
Эп кайӑк пулса вӗҫсе ҫитӗп тӗлӗкре ҫиҫсе.
Сан вырӑн ҫине ҫырса хӑварам савни тесе.
Эс тупӑн мана тӗлӗксенче, асамлӑ каҫсенче,
Пӗлетӗп савнине.

Чӗре савӑнать, сан ҫутӑ сӑну йӑл кулсанах.
Пӗлетӗп, санра ман пурнӑҫ илемӗ упранать.
Сана тур сыхлатӑр яланах, асра юлать самант,
Чунра вӑл упранать.

Хушса юрламалли:
Эп юратап сана пӗтӗм кӑмӑлтан!
Ир те каҫ санпа, санпа пуласчӗ ман!
Юратап сана! Манӑн ӑшӑмра,
Ӑш хӗвел пулса ҫутат пирӗн ҫула!

Читайте также: