Тавах атте тавах анне текст песни

Обновлено: 22.11.2024

ТАВАХ, АТТЕМ, ТАВАХ, АННЕМ
Итреç кунсем, иртеç çулсем
Сан пит çинче кун-çул утти.
Тавах, аттем, тавах, аннем,
Эсир тăван кĕтес çути.
Тавах, аттем, тавах, аннем,
Эсир тăван кĕтес çути.

Сире савса асра тытсан
Киле килме тупатпăр çул.
Чунра хĕвел сире курсан –
Сиртен хакли никам та çук.
Чунра хĕвел сире курсан –
Сиртен хакли никам та çук.

Сĕтел тавра пĕрле ларсан
Сăмах юхать, чун савăнать.
Ачи-пăчи хисеп тусан
Атте-аннен куççуль тухать.

Ĕçчен, сăпай пулма ялан
Пире вĕрентнĕ çак килте.
Манас çуках сире нихçан
Тăван атте, тăван анне.
Манас çуках сире нихçан
Тăван атте, тăван анне.

Читайте также: