Слова песни сурална кун
Обновлено: 23.11.2024
добавлена 31 октября 2020 в 09:40
добавлена 29 октября 2020 в 23:39
Аслăрах ҫулхи ҫынсем «Илем» эстрада ушкăнне пĕлме тивĕҫ. Унăн солистки Людмила Семенова та юрлама ир пăрахнă. Вĕсен юррисене халь тупма йывăр.
14 664 просмотра
добавлена 10 октября 2020 в 14:33
«Хур кайăк çулĕ» (Музыки Василий Филипповăн Сăвви Василий Шихрановăн Юрлаканĕ Александр Арсентьев тата ARS-ушкăн) 1.Ачалăхран тухма пире Чĕнет хур кайăк çулĕ Хĕрӳ-çке чун, вĕри чĕре Çул камах-ши пулĕ! Чĕнет хур кайăк çулĕ Вăл пит асамлă пулĕ Чĕнет пуль çав, чĕнет пуль çав Ачалăхран тухма пуль çав 2.Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул Иртет-çке çамрăк ĕмĕр Хăш чух шерпет, хăш чух куççуль Парать пире вăл пĕлĕр Иртет-çке çамрăк ĕмĕр Час иртмĕ-ха ан тейĕр Иртет пуль çав, иртет пуль çав Кăшт тăхтама пĕл
добавлена 8 октября 2020 в 23:27
«Сад пахчинчи сар чечекне» (Асамат ушкăн репертуарĕнчен) Сад пахчинчи сар чечекне Хитре тесех татрăм-ши? Лешкассинчи сар каччине Хитре тесех саврăм-ши? Пĕрре курсах, пĕрре пăхсах Ма юнашар утрăм-ши? Тус-тантăшпа вăййа тухсан, Ма саншăн çеç çунтăм-ши? Сар чечекем, саркайăкăм, Ăçта вĕçсе кайрăн-ши? Савнă тусăм, эсĕ маншăн Ма сар чечек пултăн-ши? Эс те чечек, эп те чечек, Ма ик чечек уйрăм-ши? Эс те пĕччен, эп те пĕччен, Ма ик чĕре уйрăм-ши? Сад пахчинчи сар чечекне Пĕрре курсах
добавлена 7 октября 2020 в 23:22
«Хура хурлăхан» (Хусан чăвашĕсен репертуарĕнчен) Йăлтăр-йăлтăр хĕвел тухнă чух Çамрăк хӗрӗм хире утнă чух. Мĕншĕн эс ялан пăрăнан манран? Çăлтăр куçăм хура хурлăхан. Каçхи уйăх сапсан çутине Кашни каччă тупать телейне. Мĕншĕн эс ялан пăрăнан манран? Çăлтăр куçăм хура хурлăхан. Эп туятăп сан ăшă чунна Эп сисетĕп хаваслăхуна. Мĕншĕн эс ялан пăрăнан манран? Çăлтăр куçăм хура хурлăхан. Çăлтăр куçăм хура хурлăхан Çăлтăр куçăм хура..
добавлена 3 сентября 2020 в 23:07
Тĕттĕм каç 1.Хура куçлă, хура куçлă Кĕçĕр тĕттĕм каç Ман чĕрем пĕр саншăн уçă Эс манпа калаç Эс калаç сана эп итлĕп Шуçăм тухиччен Вăтăр пиллĕке эп çитнĕ Сансăрах пĕччен 2.Сансăр кашни ир вăраннă Шухăш сан çинчен Эп сана ялан шыранă Шаннă эс пĕччен Эпĕ шаннă эп ĕненнĕ Эп суйман хăмăш Шурă çĕмĕртĕн сиренĕн Тухрăн ман ума 3.Эпĕ эп вара ăнлантăм Эсĕ ку эсех Пур хĕрсен ятне те мантăм Мантăм çийĕнчех Çавăнпа чĕрем ман уçă Эс манпа калаç Хура куçлă, хура куçлă Кĕçĕр тĕттĕм каç
добавлена 20 июля 2020 в 08:50
«Упăшкана юрас тесе» Алина Михайлова репертуарĕнчен 1. Упăшкана юрас тесе Ирпе ирех тăратăп Ан вăрантăр-ха тесе Чĕрне вĕҫҫĕн ҫӳретĕп 2. Упăшкана юрас тесе Шăрттан кукăль тăватăп Вырăн ҫинчех ҫитĕр тесе Умне пырса лартатăп Хушса юрламалли: Мĕн тăвас тен, мĕн тăвас тен Мĕн тăвас тен тупата Упăшкана ҫухатсассăн Тепре ăҫтан тупмалла 3. Упăшкана юрас тесе Кĕрĕк тăхăнтартатăп Пурте ăмсанччăр тесе Галстук ҫыхса яратăп 4. Упăшкана юрас тесе Килте тирпей тытатăп Ăна лайăх пултăр тесе Ăш сăмахсем к
Читайте также: