Шыв юхать текст песни

Обновлено: 22.11.2024

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать-те,
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать.
Шыв юхать-те,
Шыв юхать-те, чул юлать.

Шухăшлар-ха тăвансем-те,
Шухăшлар-ха тăвансем.
Ĕмĕр иртет,
Ĕмĕр иртет, кун юлать.

Çул вĕçĕ-те ватă юман-та,
Çул вĕçĕ-те ватă юман.
Харăс тăрса,
Харăс тăрса касар-и?

Эпир пурте пĕртăван-та,
Эпир пурте пĕртăван.
Харăс тăрса ,
Харăс тăрса юрлар-и ?

Çăка çулçи çавăрата-та,
Çăка çулçи çавăрата.
Мĕн каласа,
Мĕн каласа çырнă –ши?

Эпир кунтан кайсассăн-та,
Эпир кунтан кайсассăн.
Мĕн каласа,
Мĕн каласа юрлĕс –ши?

Читайте также: