Эх чух щамрак чух слова песни
Обновлено: 22.11.2024
Ӗлӗк чух, ҫамрӑк чух
Ларма-тӑма пӗлмен чух та
Алла купӑс тытаттӑм та
Хӗрсем патне каяттӑм.
Ӗлӗк чух, ҫамрӑк чух
Ӑссӑр пуҫа пӗкнӗ чух та
Сар хӗрсене йыхрӑттӑм та
Юр юрласа ярӑттӑм
Ут тытакансем утаймаҫҫӗ,
Шывра ишме те пӗлмеҫ.
Тантӑшӑмсем сывӑ пулсан
Ӗмӗр иртни сисӗнмест.
Ӗлӗк чух, ҫамрӑк чух
Ларма-тӑма пӗлмен чух та
Алла купӑс тытаттӑм та
Улӑх тӑрӑх ҫӳреттӗм
Эх чух, ҫамрӑк чух
Юн вӗресе тӑна чух та
Сар хӗрсене йыхрӑттӑм та
Тӑпӑртатса ташлӑттӑм
Ут тытакансем утаймаҫҫӗ,
Шывра ишме те пӗлмеҫ.
Тантӑшӑмсем сывӑ пулсан
Ӗмӗр иртни сисӗнмест.
Читайте также: