Текст песни тур лаши
Обновлено: 22.12.2024
Эй тăванăм тăсса яр-ха
Янра купăс пĕрмине
Тус-тăван юрри юрлар-ха
Ташлар уяв ташшине.
Юратса пурне чĕннĕ
Пĕрле туслă савăнма.
Хăнасем нумайăн килнĕ
Юрлама та ташлама.
Х/ю: Эй тусăм яра пар
Пурте пĕрле савăнар
Пĕр пĕрне чунтан савар та
Яланах телей сунар. 2х
2. Сар хĕвел шевлийĕ çиçтĕр
Сапалантăр çĕр çине
Инçете ман юрă вĕçтĕр
Телей сунтăр çынсене.
Эй тăванăм тăсса ярха
Янра купăс пĕрмине
Ҫак уяв хаваслă пултăр
Илсе килтĕр çĕннине.
Читайте также: