Песня виталия адюкова со словами московский ташлаттарать
Обновлено: 21.12.2024
Ну как песня, понравилась? Поделись с друзьями! (vk) (ok) (fb) (tw)
Текст песни "Адюков — Московский сиктерет(текстпа)"
Алла тытрăм хут купăса
Утрăм урам тăрăшĕпе
Урам тăрăшĕ кĕске пулче
Çунса тăракан чĕрене
Манăн савни ăçта ши
Ăçта утса çýрет ши
Мăшăр хăмăр куçесемпе кам çинелле пăхать ши
Аттете вăрçать мана
Аннете вăрçать мана
Вĕсем вăрçни нимте мар
Савни юратать мана
Шур тутăрне иличен
Малтан хакне пĕлĕр ха
Качча качча кайичен
Малтан ăшне пелер ха
Наус купи ма сикет
Тимер çенек сиктереть
Эпир кунта ма сикетпĕр
Московский сиктерет
Айта савни ярапар
Ярапине хама пар
Кунта утă çулни мар
Пилĕк манни мар
Ах тесе ма калас
Чĕрене ма çунтарас
Хам савнине çынна парса
Çынна ма савăнтарас
Ши ши шивара
Çумăр çăвать ши вара
Эпир кунта ташланипе
Намăс пулать ши вара
Ма мунча хутаççĕ ши
Ма вĕри тăваççĕ ши
Аркине çиччĕн вĕрсен
Пĕри йывăр килмĕши
Яштук çутă çуричен
Кайран йывăр пулмĕ ши
Ула умне тăланпи
Хýри вĕçет çĕленпек
Савни ташша тухсассăн
Лавкари пуканепек
Утатăп та чупатăп
Çаврăнса пăхатăп
Намăс мар исана савни
Киле пĕччен каятăн
Неужели ýкетĕп
Ýксен тăраймастăп
Неужели эс пăрахсан
Урăх тупаймастăп
Тав тав савниçĕм
Ташлаттарма килтĕмĕр
Эп розăна юратап
Шуррине мар хĕрлине
Эп савнине юратап
Ĕçченнине хитрине
Шупка тутăр батист мар
Ват çынран та кая мар
Эпир кунта артист мар
Артистран та кая мар
Çýлте çýлте вĕçеççĕ
Шурă шурă акăшсем
Кампа çýреп çавна каяп тесе ан шутлăр хĕрсем 2х
Пирĕн ялăн хĕрĕсем
Америкăра пулнă
Çýçне пуçне тураман
Негртан та хăраман 2х
Çыран херрипе пыраççĕ
Кăвак чечек курмаççĕ
Уссе çитсе яш пулаççĕ
Хĕр çавăрма пĕлмеççĕ
Юрласан юрланă пек
Ташласан ташланă пек
Юрламасан ташламасан
Хама мăннă курнă пек
Саккăрăн саккăрăн саккăреш те хамăрăн
Ери тавра пăхсассăн
Тăванĕсем хамăрăн
Мирун микуç михаля
Укçа илнĕ ят пала
Кĕрсе кайнă лавкана
Унтан кайрĕç шашлыка
Мирун микуç михаля
Укçа илне ятпала
Поп майрапа палашса
Тăрса юлчĕç çап çара
Читайте также: