Фарида файзуллина тус таван слова песни
Обновлено: 22.12.2024
Васкаса утатăп эп уй тăрăх,
Таврăнатăп савнă ялăма.
Килĕм ăшшинче пулманшăн тăтăш
Айăплă туятăп халь хама.
Таврана сăнатăп та эп , акă ,
Ытарми хитре тăван кĕтес.
Укăлча умне чĕнет сукмакăм.
Сывă-и , ял-йышăм, ман килес!
Çул ик айккипе çил вĕрнĕ майăн
Хумханать, сар тинĕс пек, ыраш.
Симĕс айлăмра çĕре пуç тайнăн
Йăмрасем кашлаççĕ каш! та каш!
Тÿпере тăри юрлать илемлĕн,
Ыр сунса мана вăл саламлать.
Унăн сассине итленĕçемĕн
Чунăмра çĕн кĕвĕ çырăнать.
Читайте также: