Елена иовлева текст песни анне
Обновлено: 22.12.2024
Вăййа тухрăм каçине
çыхрăм пурçăн тутрине
çÿлле хитре пушмакпа
чун савнине астарма
ахах тере пуçăма
мерчен тере шарçама
килчĕ вăрласа çĕрле
килĕшмерĕм амăшне
эс пуласçăм хуняма
ан ятлаха ывăлна
сан ывăлăпа çÿрерĕм
вăхăт иртерме кăна
кăмăлă усалнишен
сан ывăлна тухас çук
пĕр каç тăнă качишен
пуçăма çухатас çук
Тухрăм вăййа каçине
хитре кĕпе тăхăнса
кÿршĕ ялăн качине
чĕнтĕм пĕрле ташлама
илсе пар мана савни
лакированный туфли
чиперри те чи хитре
пысăк çÿллĕ кĕлелли
паллашас тăк паллашас
хитре сумлă каччипе
чуптăвас тăк чуптăвас
пуян патша ывăлне
пултăр вăйлă вăкăр пек
укçи çутăр çумăр пек
çулçă тăтăр ялкăшса
хуньăм выртăр савăнса уух!
Каçхи уйăх çутăлсан
тÿпене çăлтăр тухсан
шăратаççĕ юррине
хĕрсем вăйă картинче
каччă мана кăмăлать
ăсатма чух пăхăнать
антăхмалла чуптăвать
качча тухма васкатать
асфальт тăрăх утап
туфли кĕлли чалăшать
ман савнине ан сиетер
мана çеç вăл юратать
пĕлместĕп кукăль тума
ан ятла эс хуняма
ывăлна тата мана
пилле пĕрле пурăнма
пурăнас тăк пурăнас
хитре туллăх пурнăçпа
чуптăвас тăк чуптăвас
хамăн савнă мăшăра
вăл ман вăйлă вăкăр пек
укçи çăвать çумăр пек
чĕнтĕрленнĕ шур пыльца
тăрать пирĕн ялкăшса
Читайте также: